Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Интернетри «Чӑваштет» — чӑваш этносфери

Интернет пӗрлӗхӗнче чӑвашла "калаҫакансем" cv.wikipedia.org, www.chuvash.org сайтсемпе усӑ кураҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Интернетра "Чӑваштет" ятпа чӑваш этносферине уҫнӑ. Унта хальхи вӑхӑтра сеть тӑрӑх "СV Wikipedia", "DVD парнеле", "CD парнеле", "Linux CV", Сuvash.Org" ниме-проектсем ӗҫлеҫҫӗ.
Асӑннӑ пӗрлӗхе хутшӑнакансем пуҫарнипе тата ЧР Президент Администрацийӗпе ЧР Культура министерстви пулӑшнипе часах Чӑваш Ен Интранетӗнче чӑвашла пӗрремӗш сайт уҫӑлмалла.
Интернетри Чӑваш этносфери ҫинчен калакан пӗтӗм информацие www.chuvash.org сайтра вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла пӗлме пулать.
Тӗнчере пурӑнакан чӑвашсемпе вара www.chuvash.org сайтӑн форумӗсенче паллашма май пур. Унтах тӳлевсӗрех чӑваш чӗлхине тата компьютер технологине вӗренме пулать. Интернет-пӗрлӗх хутшӑнуҫисем хӑйсем кӑларакан продукцие чӑвашсен хушшинче тӳлевсӗрех салатаҫҫӗ. Ҫав продукци йышӗнче вара чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла словарьсен, чӑвашла клавиатура тӗслӗхӗсем.

В.ЯКОВЛЕВ.
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 28

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пирӗн пӗрлӗх ҫинчен ҫырнӑ ытти статьясене


 
Категорисем: Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-04-08 13:07:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8921 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем